Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тухать эстрада ҫине тусӑм (Волгин В.)

Тухать эстрада ҫине тусӑм,
Вулать вӑл Ҫеҫпӗл сӑввине.
Сасси янравлӑ унӑн, уҫӑ, —
Ярсах илет чун-чӗрене.

Ун ҫутӑ куҫӗсем хӗлхемлӗ,
Ӑна итлетӗн те туян:
Тӑван ҫӗршыв ҫынни илемлӗ,
Юрри-ташши те пит пуян!

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 08:50:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2387 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем